Сайта кӗр | Регистраци | Сайта кӗрсен унпа туллин усӑ курма пулӗ
 +3.3 °C
Пур пӗрле, ҫук ҫурмалла.
[ваттисен сӑмахӗ]
 

Куликова Ольга Геннадьевна

Куликова Ольга Геннадьевна (литературӑри псевдонимӗ — Улькка Эльмен) — чӑваш ҫыравҫи, прозаик, сӑвӑҫ тата журналист. Раҫҫей Ҫыравҫисен пӗрлӗхӗн (2002) тата Раҫҫей Журналистсен пӗрлӗхӗн (1991) пайташӗ. Чӑваш Республикин тава тивӗҫлӗ культура ӗҫченӗ (2020).

Пурнӑҫӗ

Куликова Ольга Геннадьевна 1961 ҫулхи ҫурлан 31-мӗшӗнче Чӑваш АССРӗнчи Вӑрнар районӗнчи Авшак Элмен ялӗнче ҫуралнӑ.

1983 ҫулта И. Н. Ульянов ячӗллӗ Чӑваш патшалӑх университечӗн историпефилологи факультетне вӗренсе пӗтернӗ.

Ӗҫ биографине чӑваш чӗлхипе литературин вӗрентекенӗнчен пуҫланӑ, Вӑрнар районӗнчи Нурӑс тата Санарпуҫ шкулӗсенче воспитани ӗҫӗ енӗпе директор ҫумӗ пулнӑ. Унтан Вӑрнар районӗн «Ҫӗнтерӳ ҫулӗ» хаҫат редакцийӗнче, Вӑрнар район администрацийӗнче, «Капкӑн» сатира журналӗн редакцийӗнче ӗҫленӗ.

2021 ҫулхи раштавран пуҫласа 2024 ҫулхи чӳкчен Чӑваш Республикин Профессионал ҫыравҫӑсен пӗрлӗхӗн председателӗ пулнӑ. Халӗ Раҫҫей Ҫыравҫисен пӗрлӗхӗн Чӑваш Енри уйрӑмӗн председателӗн ҫумӗ.

Пултарулӑхӗ

Улькка Эльменен пӗрремӗш сӑввисем шкулта вӗреннӗ чухнех район хаҫатӗнче пичетленнӗ. Унтан «Ҫилҫунат», «Тӑван Атӑл», «Ялав» республика журналӗсенче унӑн «Хӑрнӑ вӗрене», «Адвокат», «Ма инҫе-ши ҫӑлтӑрӑм?..» калавӗсем тата ыттисем пичетленнӗ.

Тӗп кӗнекисем:

  • «Ма инҫе-ши ҫӑлтӑрӑм?..» (2001);
  • «Кая юлнӑ ӳкӗнӳ» (2002);
  • «Ҫирӗп чунлисем телейлӗ» (2010);
  • «Упраймарӑм сана…» — виҫӗ кӗнекеллӗ роман (2012, 2015, 2018);
  • «Сарӑ кӗпе» (2016) — ачасем валли;
  • «Пурнӑҫ сулӑнка лексен…» (2022);
  • «Кушак» (2021) — ачасем валли;
  • «Интернетри юрату» (2024);
  • «Ултав» (2026) — «Ултав», «Тавӑру» повеҫсемпе калавсем кӗнӗ пухмач.

Хисепӗсем

  • Чӑваш Республикин тава тивӗҫлӗ культура ӗҫченӗ (2020);
  • Чӑваш Республикин Патшалӑх Канашӗн Хисеп грамоти;
  • «Вырӑс литературине пысӑк тӳпе хывнӑшӑн» Пушкинӑн ылтӑн медалӗ (2023);
  • И. Ивник ячӗллӗ журналистика премийӗн лауреачӗ (2010)
  • «Литературӑллӑ Чӑваш Ен: ҫулталӑкри чи вуланакан кӗнеке» республика конкурсӗн ҫӗнтерӳҫи (2010, 2012, 2015, 2018–2019).

Ҫемйи

Виҫӗ ача ҫитӗнтернӗ, ҫичӗ мӑнук пур.


 
Категорисем: Улькка Элмен
 
Статья каҫми :: Пичет версиӗ

irinuk87 тӳрлетнӗ, информацие 2026-10-28 21:23:22 вӑхӑтра улӑштарнӑ. 30 хут пӑхнӑ.
Orphus

Баннерсем

Шутлавҫӑсем